Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕтĕмпех – ачасен ырлăхĕшĕн

Пĕтĕмпех – ачасен ырлăхĕшĕн

Иртнĕ ырă вăхăтсенченех çирĕп йĕркене кĕнĕ йăла – шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме епле хатĕрленнине комиссипе тĕрĕслесе хак парассин пĕлтерĕшĕ паянхи куншăн та актуаллă пулнине район ертÿлĕхĕ асра тытать. Çакна тĕпе хурса эпир те, журналистсем, кашни çул виçĕ ушкăна пайланса вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса куратпăр.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонад Левый ертсе пыракан ушкăн район центрĕнчи «Чебурашка» тата «Солнышко» ача сачĕсенче, Елчĕкри вăтам, Патреккелти, Аслă Таяпари, Кĕçĕн Таяпари, Таяпа Энтринчи тĕп шкулсенче тата вĕсен çумĕнче йĕркеленнĕ шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕсенчи лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашрĕ.

Пĕрремĕш чарăну – «Чебурашка» ача сачĕ. Пахчаран тытăнсах тирпейлĕх хуçаланакан, телейлĕ ача-пăча сассипе тулнă çак çурт шал енчен те хăтлă пулнине пĕлетпĕр, халĕ çакна тепĕр хутчен курса ĕнентĕмĕр. Пÿлĕмсенче вырăнсăр, ытлашши пĕр япала кураймăн. Шăпăрлансене илентерекен, савăнăç кÿрекен çĕнĕ йышши кăсăклă теттесем вара лавккаринчен те нумайрах пулĕ. Кунта çирĕп хуçа пулни паллă. Ольга Иванова заведующи, чăннипех, хăйĕн тивĕçне чунтан парăнса пурнăçлать.

Юнашар тенĕ пекех «Солнышко» ача садĕнче çитес вăхăтрах пысăк юсав ĕçĕсене пурнăçлама пикенмелле. 40 çул каяллах хута кайнă çак пысăк çуртра хутса ăшăтакан тытăма тĕпрен çĕнетме, чÿречесене улăштарма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, çивиттин пĕр пайне çĕнĕрен витессине те ĕç планне кĕртнĕ. Çак ĕçсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн кăтартăвĕсем тăрăх района уйăрса панă укçа-тенкĕ шутĕнчен пурнăçлама палăртнă. Ача садне юсама 2 миллион та 560 пин тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕм яваплăх çĕнĕ ертÿçĕ – Светлана Кудряшова хулпуççийĕ çине тиенет.

Леонард Левый пулса курнă ача сачĕсенчи лару-тăрăва пĕтĕмлетнĕ май, çакна палăртса каларĕ: «Воспитателĕн тивĕçĕ, унăн ĕçне хак параканни – ачасен, ашшĕ-амăшĕн шанăçне тивĕçлипе тÿрре кăларма пултарни. Тата паллах, вĕсен юратăвĕ, хисепĕ чи кирли пулса тăрать». Чылайăшĕ тĕплĕн шухăшласан тин воспитателĕн ĕçĕ епле яваплă пулнине ăнланса илĕ: унăн ачана шкула кайма хатĕрлемелле, тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшмалла. Çак тĕллеве чи малти вырăна хурса ĕçлесе пыракансем ашшĕ-амăшĕсен умĕнче те хисепре.

Раççейри ялсенче ачасене тарăн пĕлÿ парса вĕрентсе кăларакан чи лайăх 300 шкул йышне пĕр харăсах виçĕ çул! кĕме тивĕçлĕ пулнă Елчĕкри вăтам шкул коллективĕ халĕччен мĕн тума пултарнипе çырлахмасть. Вĕсем яланах шыравра – çĕнĕлĕхсене алла илессипе малалла ăнтăлаççĕ. Кăçал та Раççей шайĕнче çирĕплетнĕ «Наука в школу» проекта хутшăннă, чи лайăххисен шутне кĕме те пултарнă – физика урокĕсене ирттернĕ чухне усă курмалли 5 миллион тенкĕ ытла тăракан цифра лабораторийĕ – «ăслă» техникăна илме тивĕçлĕ пулнă. Вĕренекенсем кашни çул темиçе тапхăрпа иртекен предмет олимпиадисене хутшăннин кăтартăвĕсем те шкул коллективĕн ĕçне тивĕçлипе хаклама май параççĕ. 2017-2018 çулхи вĕренÿ çулĕнче Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен районти тапхăрне хутшăнса çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ районти 110 вĕренекенрен 43-шĕ /чи йышли/, олимпиадăсен Раççей шайĕнчи тапхăрĕнче те Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем çĕнтерÿçĕ, призер ятсене тивĕçни районшăн пысăк чыс.

Кăçалхи вĕренÿ çулталăкĕнчен тытăнса Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн филиалĕсем пулса тăракан Кĕçĕн Таяпари тата Таяпа Энтринчи тĕп шкулсенче /хăй вăхăтĕнче вĕсене иккĕшне те пĕр проектпа тунă/ пысăк классене, коридорсене, столовăйсене çĕнĕ тĕс кĕртессипе чылай ĕç туса ирттернĕ. Таяпа Энтринчи шкулта куçкĕски пек ялтăраса тăракан урай сăррин шăрши те сирĕлмен. Классем çутă та илемлĕ, хăтлă. Анчах вĕренекенсен хисепĕ çулсерен чакса пыни пăшăрхантарать, кăçал шкула пурĕ – 32, пĕрремĕш класа 1 ача çеç пырать. Кĕçĕн Таяпара та парта хушшине 37 ача анчах ларĕ. Палăртнă икĕ шкула Елчĕк шкулĕн филиалĕсем туса хуни лайăх витĕм анчах кÿмелле. Вĕренÿпе воспитани ĕçĕпе çыхăннă тата ытти пĕрлехи пысăк мероприятисене район центрĕнчи шкулпа çыхăнса пĕр чăмăрта йĕркелени ачасене тарăнрах пĕлÿ илме тата тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшмалла. Паянхи пурнăçра çакă – чи кирли.

Иртнĕ ырă вăхăтра класпа класс ачисем лăк тулса ларнă чухнехипе танлаштарсан, çак вăхăтшăн Аслă Таяпа шкулĕ те пысăк. Апла пулин те ăна йĕркере тытса тăрассишĕн дирекци май пур таран тăрăшать. Вăйлă çил сирсе пăрахнă котельнăй çивиттине те нумаях пулмасть çĕнĕрен тунă. Шкула пырса кĕнĕ çĕрти вырăна йĕркене кĕртнĕ. Пĕтĕм лаптăкри стенана, урайне пахалăхлă сăрăпа сăрланă. Шкул пурнăçĕпе çыхăннă тулли информаципе пуян стендсем нумай ăсталанă. Вĕсене хальхи йышши медиаматериалсемпе усă курса туни коридорсенчи стенасене илем кÿрет. Пысăк чÿречесен янаххисем çинче çулталăк тăршшĕпех илемлĕ чечексем çеçке çураççĕ.

Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çурчĕ – çĕнĕ, Елчĕк ял тăрăхĕнчи чи илемлĕ объектсенчен пĕри вăл. Анчах çак шухăшпа лăпланма пулмарĕ. Шкул пурнăçĕнчи кашни пĕчĕк кăлтăка курма-асăрхама, çивĕч куçпа хаклама та хăнăхса çитнĕ Леонард Левый классенчи тусанран тасатман çутă плафонĕсене, пÿлĕмре çитĕнекен чечексен хăрăк турачĕсене, çÿп-çап савăчĕсене тасатма ĕлкĕрейменнине, туалетри раковина-унитаз чалăшса силленнине, алăксен хăлăпĕсен юсавсăрлăхне… – пĕрне те курмасăр иртмерĕ. Хытă асăрхаттарса каларĕ. Унсăр пуçне, пушар асăрхавĕн службин инспекторĕсем те шкул çумĕнчи ача садĕнчи эвакуаци алăкĕсене требованипе килĕшÿллĕн улăштарма каланă пулнă, дирекци çакна та шута илмен. Пушар асăрхавĕн, çавăн пекех полици тата газ хуçалăхĕн ĕçченĕсен енчен ытти шкулсен тĕлĕшпе çирĕп асăрхаттарса калани туйăнмарĕ. Апла пулсан, йĕркеллех.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Леонард Левый «Чебурашка» ача сачĕн коллективĕпе, шăпăрлансемпе пĕрле.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code